Кӑҫал Чӑваш Республикинче «Сывлӑх сыхлавне аталантарасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн 26 фельдшерпа акушер пункчӗ хута ямалла. Хӑш-пӗр тӑрӑхра ФАПсем уҫӑлнӑ ӗнтӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче Улатӑр районӗнчи Ичиксы ялӗнче ФАП хӑйӗн алӑкне уҫнӑ. Нумаях пулмасть Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнчи халӑхшӑн та савӑнӑҫ пулнӑ: сывлӑха тӗрӗслеттермелли пункт уҫӑлнӑ. Кӗҫех Комсомольски районӗнчи Хирти Ӗнел ялӗнче те ФАП ӗҫлеме тытӑнмалла: унта йышӑну комиссине кӗтеҫҫӗ.
Тепӗр 23 ФАП уҫӑлмалла. Ҫак объектсенчи строительство ӗҫӗҫем кӗҫех вӗҫленмелле. Ҫӗнӗ 23 ФАП авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ӗҫлеме тытӑнмаллине пӗлтереҫҫӗ.
Чӑваш Енре психпульницӑран тухса тарнӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Тухса тарнӑ арҫыннӑн ҫӳҫӗ кӗске, усси пур. Владимир Кузьмин Улатӑр районӗнчи Кувакино ялӗнчи психпульницӑра сипленнӗ. Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 10 сехет те 15 минутра вӑл унтан тухса кайнӑ. Ҫав кун арҫын ҫутӑ кӑвак кӗпе, симӗс свитер, кӑвак трико, сланцы тӑхӑннӑ пулнӑ.
Арҫын 50 ҫулти пек курӑнать, 160-165 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳллӗ. Ӑна курнӑ тӑк ШӖМ 8(83531) 20-20-2 е 102 номерпе шӑнкӑравлама ыйтать.
Улатӑр районӗнче кӗрхи рапс акма пуҫланӑ. Ӗҫе «КиПиАй Агро Сеченово» тулли мар яваплӑ обществӑра кӳлӗннӗ. Паянхи кун тӗлне унта 270 гектар акнӑ. Пӗтӗмпе 500 гектартан кая мар акасшӑн.
Рапс епле акнипе Тутарстанри аграрисем паллашнӑ. Кӳршӗллӗ регионти делегаци ял хуҫалӑх эксперчӗпе Денис Внутскихпа килсе ҫитнӗ. Ака епле пынипе паллашма Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая та вырӑна тухса кайнӑ.
Холдинг пуҫлӑхӗ Виктор Журба акара усӑ куракан агрегатпа паллаштарнӑ. «БиоДрилл» сеялкӑна «Вадерштад Карриер» культиватор ҫине вырнаҫтарнӑ. Сеялка ака виҫине йӗркелесе тӑрать. Вӑл хӑвӑртлӑхран килет. Тӑпрана малтанласа сухаламасӑр акаканскер ӗҫе хӑвӑртлатма, тӑпрари нӳрӗлӗхе упраса хӑварма май парать.
Чӑваш Ене мобильлӗ медицина комплексӗсем килнӗ. Вӗсемпе Пӑрачкав, Йӗпреҫ, Шупашкар, Улатӑр, Елчӗк, Вӑрмар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи тухтӑрсем халӑх патне ҫӳрӗҫ. Мобильлӗ комплекссем асӑннӑ районсенчи пӗчӗк ялсене ҫитсе килме кирлӗ. Медицина комплексӗсене туянма федераци хыснинчен 55 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Елчӗкри тӗп район пульницине ҫӗнӗ комплекса панӑ та ӗнтӗ.
«Сывлӑх сыхлавӗ» наци проектне пурнӑҫласа кӑҫал пирӗн республикӑна 18 комплекс кӳрсе килмелле. Вӗсем 100 ҫынтан сахалтарах пурӑнакан ялсенчи 33 пин ҫынна медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме май парӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри пӗчӗк ялсенче пурӑнакансем патне куҫса ҫӳрекен медицина центрӗ тата 13 мобильлӗ медицина комплексӗ, 1 маммограф ҫӳрет.
Улатӑрта пурӑнакан 61 ҫулти тата Шупашкарта кун кунлакан 62-ри икӗ арҫынна пӑши вӗлернӗшӗн суд тунӑ. Преступлени вӑхӑтӗнче пулна хатӗр-хӗтӗре, ҫав вӑхӑтра трактора та, патшалӑх валли туртса илнӗ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫынсем кӑҫал нарӑсан 4-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнчен 3 ҫухрӑм ҫурӑ аякрах тракторпа пӑшие йӗрленӗ та персе вӗлернӗ. Унтан вӗсем чӗрчуна пайланӑ, ашне пытарнӑ, ӑна тепӗр кун илсе тухма палӑртнӑ. Анчах хайхискерсене вӑрмантан тухнӑ чухне тытса чарнӑ. Арҫынсем хӑйсен айӑпне йышӑнман. Анчах вӗсен тумӗ ҫинче юн йӗрӗсем, пӑши ҫӑмӗ пулнӑ. Пӗрин ҫумӗнче ирӗклӗн усӑ курма юраман патрон тупнӑ.
Суд арҫынсене тӗрмене хупмасӑр айапланӑ: пӗрне – 3 ҫул та 2 уйӑхлӑха, теприне 3 ҫул та 8 уйӑхлӑха. Кунсӑр пуҫне вӗсене 2 ҫул сунара тухма юрамасть.
Кӑҫал ҫӗлен сӑхнӑ 11 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Тӳрех палӑртмалла: Чӑваш Енре ҫынна ҫӗлен тапӑннӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Ара, шӑпах ҫырла пиҫнӗ вӑхӑт – ҫынсем ӑна пуҫтарма вӑрмана, уй-хире, ҫырма-ҫатрана каяҫҫӗ. Шел те, наркӑмашлӑскер сӑхни яланах лайӑхпа вӗҫленмест.
Юлашки икӗ эрнере темиҫе ҫын пульницӑна тухтӑрсем патне пынӑ. Тӗслӗхрен, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр ҫын мунча валли милӗк хуҫма вӑрмана кайнӑ. Пӗр хурӑн патӗнче ӑна хура ҫӗлен тапӑннӑ. Пӗр хӗрарӑм ҫул хӗрринче ҫӗлен курнӑ. Шупашкарта «Акконд» лавккана хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен килни пирки те хыпарланӑччӗ.
Ытларах чухне ҫӗлен сӑхнӑ хыҫҫӑн пульницӑна Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр, Пӑрачкав районӗсенчи ҫынсем пыраҫҫӗ. Ҫак чӗрчун нӳрӗке юратать: вӗсем шыв хӗрринче нумай.
Улатӑр районӗнче пурӑнакан 39 ҫулти арҫын суд сакки ҫинче явап тытнӑ. Район сучӗ ӑна 2 ҫул та 6 уйӑх ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Шалӑвӗнчен 15 процент патшалӑх валли тытса юлӗҫ. Кунсӑр пуҫне унӑн 300 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Ҫак арҫын Улатӑрти «Вӑрман хуралӗ» лесничествӑра участковӑй лесникӗ пулнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче бензопӑчкӑпа 23 йывӑҫ каснӑ, вӗсемпе хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ. Ку патшалӑха 209 пин тенкӗ ытлалӑх тӑкак кӳнӗ.
Айӑпланнӑ ҫыннӑн ваккачӗ приговора ЧР Аслӑ судне пӑхса тухма панӑ. Анчах унта та приговора ҫаплипех хӑварнӑ.
Ҫак кунсенче пирӗн Чӑваш Ен Республика кунне паллӑ турӗ. Унӑн пӗр пайӗ Улатӑр районӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртрӗ. Уява чӑваш ялӗнче, Кивӗ Эйпеҫре, йӗркелерӗҫ.
Ӗнер вара тӗп мероприятисем Шупашкарта иртрӗҫ. Тӗп пулӑмсенчен пӗри — Шупашкарти Соляное микрорайонта ача пахчи уҫни, Ҫӗнӗ хулана троллейбус ҫӳреме тытӑнни.
Каҫхи сакӑр сехетре республика ҫыннисене уявпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ.
Пурне те илтекен, куракан республикӑри журналистсенчен пӗри, Андрей Иванов, уяв ертӳҫи чӑвашсем вырӑс чунӗллӗ тенине астуса юлнӑ.
«Эпир – чӑвашсем. Тутарсемпе пӗр этнос ушкӑнне кӗретпӗр, мӑкшӑ-ирҫесемпе туслӑ, чунпа вара эпир — вырӑс», – тенӗ-мӗн сцена ҫинчен илтӗнекен кадр хыҫӗнчи сас.
Республика кунне килте ларсах курма май килӗ. Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ уява каллех тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Республикӑра иртекен пӗлтерӗшлӗ мероприятисене асӑннӑ телеканал вырӑнтан трансляциленине Чӑваш халӑхӗ унччен те пӗлтеркеленӗччӗ-ха.
Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче телеканал Улатӑр районӗнче ӗҫлӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе унта та тӗрлӗ мероприяти йӗркелӗҫ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Улатӑрти мероприятисене Михаил Игнатьев Элтепер те хутшӑнмалла. Асӑннӑ районти Кивӗ Эйпеҫри уява НТРК 11 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен кӑтартӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче темиҫе трансляци пулӗ. 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне ӳкерӗҫ. Вӑл Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. 18 сехетрен пуҫласа 23 сехетчен «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль гала-концертне, «Раҫҫей ӑстисем» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чысланине, унтан тата Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери фестивальне кӑтартӗҫ.
Суд приставӗсем Чӑваш Енре ачисене алимент тӳлемен ашшӗ-амӑшӗ мӗн чухлӗ пулнине шутланӑ. Палӑртмалла: Вӑрмар районӗнче пурӑнакан ҫыннӑн чи пысӑк парӑм. Унӑн 1 миллион та 700 пин тенкӗ пухӑннӑ.
Ачисене алимент тӳлемен ашшӗ-амӑшӗ ытларах Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать. Унти кашни 68-85-мӗш ҫын – алиментщик.
Комсомольски, Патӑрьел, Елчӗк , Етӗрне, Муркаш районӗсенче вара ку енӗпе лару-тӑру лайӑх.
Тивӗҫлӗ канӑва тухнисен йышӗнче те алимент тӳлеменнисем пур. Вӗсем пӗтӗмпе – 21 ҫын.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |